«Тĕлĕнтермĕш уй»

«Тĕлĕнтермĕш уй»

        Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кунер вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ял библиотекин краеведени музейне çитсе килчĕç. Шкул ачисем унти  «Культура и быт чувашей» уйрăмри экспонатсемпе паллашрĕç. Ку уйрăмра ачасем чăвашсен авалхи çи-пуçĕпе, капăрлăх тата пир тĕртмелли хатĕрĕсемпе, тури тата анат енчи чăвашсен сурпанĕсемпе кăсăкланчĕç. Библиотека ĕçченĕсем ачасемпе «Тĕлĕнтермĕш уй» ăс-тăн вăййи ирттерчĕç.

       Аваллăхсăр малашлăх çук.  (Милаева Л. В.)