Янăра, чăваш сăмахĕ

Янăра, чăваш сăмахĕ

  Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ. Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вǎтам шкулта та  ǎна çулсеренех уявлаççĕ. Çак кун  чǎвашсене çутта кǎлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев (1848–1930) çуралнǎ. Чǎвашсен çити-çитми пурнǎçĕ пулас  Аслǎ вĕрентекене  мĕн пĕчĕкренех канǎç паман.

Иван Яковлев тǎрǎшнипе  чǎваш тǎрǎхĕнче çĕршер шкул уçǎлнǎ, нумай çын пĕлÿ алǎкне уçнǎ. Ахальтен мар ĕнтĕ паян, çак мухтавлǎ çынна хисеплесе,  чǎваш Улǎпĕ тетпĕр.

Уява шкулти  чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лариса Витальевна Милаева уçрĕ. Шǎнкǎр-шǎнкǎр çǎл куç пек янǎрать чǎваш сǎвǎçисем хайланǎ сǎвǎсем. 1–9 классенче  вĕренекенсем хǎйсем чĕвĕлти сассисемпе сǎвǎ хыççǎн сǎвǎ пǎхмасǎр каларĕç. Пурнǎç  пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире  тǎван сǎмах вай-хал парать. Темле йывǎрлǎха та çĕнме пулǎшать.

Çакǎ йǎлтах И. Яковлев тивлечĕпе  пирĕн куна çитнĕ. Унǎн «Халалĕ» – пирĕн ǎрǎва панǎ пил. Упрар  тǎван чĕлхемĕре, вǎл  ĕмĕр пултǎр тĕнчере! (Милаева Л. В.)