«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2024»

      Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче  Кунер вăтам  шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнчĕç.

     Çак  мероприятие  Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа йĕркеленĕ.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни – хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать.

     «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2024»  акцие  шкулти 12 ачапа 4 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Акцие хутшăнакансем Çемен Элкер  хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ «Чăваш вăрманĕ» ятлă диктант çырчĕç.

       Пурне те лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!   (Милаева Л. В.)